Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан 1-мĕш вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрнине ирттерме палăртрăмăр. Вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен тăсăлĕ. Кăçал тĕнчипе паллă ентешĕмĕр, пирĕн шкулта вĕреннĕ Юхма Мишши çыравçă 80 çул тултарчĕ. Юратнă та хисеплĕ Раиса Сарпи вара хăйĕ 65 çулне паллă турĕ. Çавна шута илсе чăваш чĕлхи эрнин ...