Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан 1-мĕш вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрнине ирттерме палăртрăмăр. Вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен тăсăлĕ. Кăçал тĕнчипе паллă ентешĕмĕр, пирĕн шкулта вĕреннĕ Юхма Мишши çыравçă 80 çул тултарчĕ. Юратнă та хисеплĕ Раиса Сарпи вара хăйĕ 65 çулне паллă турĕ. Çавна шута илсе чăваш чĕлхи эрнин ĕç йĕркине паллă çыравçăсен литературăри çул-йĕрĕпе çыхăнтарас терĕмĕр. Чăваш чĕлхи кунĕ вара, ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе иртĕ.
Ачасем чăваш чĕлхи эрнин пĕрремĕш кунĕсенчех Ю.Мишшин повеçĕпе калавĕсене вулама тытăнчĕç, аслă класри ачасене «Шурçамка» повесть килĕшрĕ. Шкул ачисем Р.Сарпин тата Ю.Мишшин сăввисене хаваспах вĕренеççĕ, пурнăçĕпе пултарулăхне шĕкĕлчеççĕ, произведенисем тăрăх инсценировкăсем, ребуссем, кроссвордсем, сюжетлă ӱкерчĕксем, презентацисем хатĕрлеççĕ. Хăшĕ-пĕисем Р.Сарпи сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене те шăрантарма вĕренеççĕ.
Чăваш чĕлхи эрни пирĕн шкулта тухăçлă иртессе шанас килет.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Путякова Н.А., Солдатова С.А. |