"... Таса чунпа çĕр-шыв тата тăван халăх умĕнче çакна калама пултаратăп: хам пурнăçăн чи вăйпитти вăхăтне халăха çутта кăларас ĕçе патăм, хам çамрăклăхри ĕмĕт- тĕллевсене çак енĕпе пурнăçа кĕртрĕм ". ( И.Я. Яковлев) И.Я.Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Халалта чăвашсен пурнăçĕнче 6 пысăк ĕç тĕп вырăнта тăнине палăртнă.Кăçал 9 – мĕш класра вĕренекенсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ колледжсене вĕренме каясшăн, пурнăç çулĕ тăрăх хăйсем тĕллĕн утма пуçлаççĕ. Çакна шута илсе чăваш чĕлхи эрнинче тăххăрмĕш класс ачисемпе Яковлевăн халалне пайăн- пайăн вуласа тишкертĕмĕр. Унта кашни сăмахра халăх шăпишĕн хыпса çунни. Иван Яковлевичăн ырми-канми ĕçленипе пухнă ăс- хакăл эткерне халь пĕтĕм тĕнче пĕлет. Вĕрентекенĕмĕр ятне çамрăк ăру сăваплăн асăнать, унăн пехилĕсене упрама , ăнланма тăрăшать.
Иван Яковлевич Яковлевăн Чун халалне халĕ чăвашла кăна мар, вырăсла, акăлчанла ,нимĕçле тата французла вулама пулать.
Федорова В. Ф.
|