Ака уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче Сăкăтри вăтам шкулта пысăк уяв пулса иртрĕ. Тĕнчипе паллă çыравçа Юхма Мишшине халалланă наукăпа практика конференцине 9 сехетре пуçларĕç. Унта Юхма Мишши юбиляр, унăн мăшăрĕ Роза Ивановна Шевлепи, Владимир Геннадьевич Тяпкин (Тимĕр), Владислав Николаев, «Асамат&Шевле» журнал редакторĕ хутшăнчĕç.
Çыравçа Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул коллективĕ ячĕпе чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ăшшăн саламларĕç. Михаил Николаевича ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, творчествăра ăнăçу сунчĕç.
Конференцинче вĕрентекенсем Юхма Мишшин произведенийĕсем тăрăх, унăн биографийĕ çинчен тухса калаçрĕç. Вăл тăвакан ĕç сăваплă, Чăваш çĕр-шывĕн чапне çĕклени куç умĕнчех. Эпир Патăрьелсем унпа мухтанатпăр, мăнаçланатпăр.
Çавăн пекех Сăкăтри вăтам шкул ачисем хатĕрленĕ пукеане театрĕ сцена çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Залри хăнасене ачасен пултарулăхĕ çав тери кăмăла кайрĕ.
Пирĕн шкул вĕрентекенĕсем конференцинче çак темăсемпе тухса калаçрĕç:
- Солдатова С.А. «Юхма Мишши çырнă «Шурçамка» повеçе ачасем мĕнле йышăнни»;
- Сорокина Л.А. «Юхма Мишшин ача-пăча валли çырнă хайлавĕсем».
Уяв кăмăллă та ĕçлĕ иртсе кайрĕ.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Солдатова С.А., Путякова Н.А. |