Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш чĕлхи куне палăртрĕç. Пĕрремĕш класс ачисенчен пуçласа 11-мĕш класченех шкул ачисем чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, презентацисем пăхрĕç, просветителе халалланă викторинăра хутшăнчĕç. Викторинăра ытларах 5-7 класс ачисем активлă пулчĕç:
I вырăн – Краснова Елена (5б класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
II вырăн – Путякова Анна (5б класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Краснова Елена (5а класс, вĕрентекенĕ Бабаева Е.М.);
III вырăн – Паймулин Егор (5в класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Суркова Юлия (5в класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Григорьева Анастасия (6б класс, вĕрентекенĕ Бабаева Е.М.).
Чăваш чĕлхи эрнинче Р.Сарпипе Ю.Мишши хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем туса çак ачасем палăрчĕç:
I вырăн – Хураськина Е. (8в класс, вĕрентекенĕ Сорокина Л.А.);
Хайруллова К. (4г класс, вĕрентекенĕ Александрова О.Н.);
Шрша Л. (6в класс, вĕрентекенĕ Бабаева Е.М.);
II вырăн – Рубцова И. (8в класс, вĕрентекенĕ Сорокина Л.А.).
Çавăн пекех «Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ» темăпа çыхăнтараса кроссвордсем йĕркелерĕç. Кроссвордсене сюжетлă ÿкерчĕксемпе илемлетрĕç. Чи ăста та содержаниллĕ сăмах каçмăшсем 9-мĕш класс ачисен пулчĕç:ă
I вырăн – Шулепова А. (9а класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Салихова Д. (9в класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Валерьянова Р. (9б класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
II вырăн – Маркова Д. (9б класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Романова Д. (9а класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Селиванова Ю. (9а класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
III вырăн – Краснова К. (9б класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.);
Туктанова А. (9б класс, вĕрентекенĕ Путякова Н.А.).
Çак эрнене пĕтĕмлетсе Чăваш чĕлхи кунĕнче пирĕн шкул ачисемпе вĕрентекенĕсем чăвашсен «Пĕтĕм халăх дииктанчĕ» акцинче хутшăнчĕç. Пурĕ 45 ача тата 2 вĕрентекен пурнăçларĕ çак ĕçе. Диктанта Путякова Н.А. вĕрентекен вуласа çыртарчĕ.
Чăваш чĕлхи эрни тухăçлă та интереслĕ, кăсăклă иртрĕ.
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем Бабаева Е.М., Путякова Н.А. |