Чăваш Республикин пуçлăхĕ О.А. Николаев 2022-мĕш çула Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентÿçисем, Путякова Н.А. тата Солдатова С.А., хамăр тăрăхри çыравçăсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес, вĕсен пултарулăхĕпе паллашас тĕллевпе район библиотекине çул тытрĕç.
Исаева Н.В. библиотека ĕçченĕ ачасене чăвашла пичетленнĕ çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Нумаях пулмасть тухнă кĕнекесен йышĕнче Марина Карягина çырнă «Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи» ятлă кĕнеке пурри çинчен пĕлтерчĕ, унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ.
Путякова Н.А. вĕрентÿçĕ «Чĕвĕлти чĕкеç чĕппи» кĕнеке авторăн ытти кĕнекисенчен урăхларах пулнине, унти сăвăсем пурте пĕр сас паллинчен пуçланакан сăмахсенчен тăнине, çакă пирĕн чĕлхе çав тери пуян пулни çинчен пĕлтернине палăртса хăварчĕ. Ачасем М.Карягина сăввисене вуларĕç, хайлав хыççăн панă ыйтусем çине хуравлама тăрăшрĕç. Ун хыççăн хăйсем те пĕр сас паллинчен кăна пуçланакан сăмахсенчен тăракан пĕчĕк текстсем çырса пăхрĕç.
Вулавăшри урок пурне те килĕшрĕ.
Путякова Н.А. тата Солдатова С.А.,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем |