Республикăра «Чăваш Ен литератури: чи юратса вулакан кĕнеке – 2018» фестиваль- конкурсра чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов хайланă «Шупашкар кулачĕ» тата «Асамлă кĕпер» кĕнекесем çĕнтернĕ.
Çавна май чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче Сергей Павловăн «Асамлă кĕпер» повеçĕ тăрăх Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсемпе вулав конференцийĕ иртрĕ.
Ĕç пуçламăшĕнче ача-пăча уйрăмне ертсе пыракан А. Иголкина вĕренекенсене хамăр тăван чĕлхене, хамăр искусствăпа культурăна аталантармалли çинчен ăнлантарчĕ, викторина ирттерчĕ.
«Асамлă кĕпер»- автобиографилле повеç. Повеçри герой, Çеруш, асамлă кĕперĕн асамлăхне шырать. Çеçпĕл Мишшин (Михаил Кузьминăн) асламăшĕпе кукашшĕ вĕсен ялĕнчен иккен.
Ачасене кăвар чĕреллĕ поэтăн шăллĕ Гурий Кузьмин Çерушăн ашшĕпе туслă пулни те питĕ кăсăклантарчĕ. Çеруш ашшĕпе Гурий Кузьмин тĕп героя кăткăс ыйтусен хуравне тупма пулăшаççĕ, çуралнă çĕр - шыв илемне асăрхама, тăван чĕлхе асмлăхне туйма хăнăхтараççĕ.
Вĕренекенсемшĕн асамлă кĕпер икĕ асамлă вырăна çыхăнтарни, пĕр вĕçĕ – Касаккасси Шĕкĕр (Çеçпĕл Мишши çуралнă ял), тепĕр вĕçĕ Кĕçĕн Çавал тăрăхĕсене (Кĕçĕн Çавал тăрăхĕнчи Пайкилтре ялĕнчен Константин Ивановăн йăхĕ пуçланса кайнă) çыхăнтарнă тесе каланă вырăнсем питĕ кăсăклă пулчĕç.
Ачасене С.Павлов – Вэскер çинчен пĕлме те интереслĕ пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш халăх поэчĕ. Унăн произведнийĕсем ача чунне питĕ çывăх, ăнланмалла. Вĕсем çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани параççĕ.
Конференци ĕçне Д.Прохоров, У.Солдатова, Э.Хамидуллина, В.Саламатова, Э.Федоров, И.Фомин уйрăмах тăрăшса хутшăнчĕç. Вĕсем «Асамлă кĕпер» кĕнеке çинчен, повеçри тĕп герой çинчен питĕ юратса, кăмăллă калаçрĕç.
Ăс пухакансемшĕн вулав конференцийĕ усăллă иртрĕ.
Федорова В. Ф. |