Воскресенье, 15.12.2024, 01:08
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Апрель » 10 » Вулав конференцийĕ
10:59
Вулав конференцийĕ

Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра ача – пăча уйрăмĕнче  «Чăваш Енри чи юратса вулакан ача-пăча кĕнеки. Николай Ишентейĕн ырă хайлавĕсем» темăпа Патăрьелĕнчи 1 - мĕш вăтам шкулти   5 класра вĕренекенсен хушшинче вулав конференцийĕ иртрĕ.

Ачасем чăваш чĕлхинчен ан писчĕр тесе учителĕн чылай тăрăшма тивет. Вĕренекенсене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе калаçтармасан,  хамăр искусствăпа культурăна,  чăвашлăх туйăмне аталантарма май çук. Паллах, сăмахпа кăна каласа тĕллеве пурнăçлама çук. Ку ĕçе эпир урокран урока, класс тулашĕнчи мероприятисенче туса пыратпăр.

Асăннă вулав конференцийĕ те ăс пухакансемшĕн питĕ усăллă иртрĕ. Ĕç пуçламăшĕнче ачасем экран çинче паллă авторăн пурнăçĕпе,  ĕçĕ-хĕлĕпе,  ун çинчен ӳкернĕ презентаципе паллашрĕç.

Вĕренекенсене  Николай Ишентей çинчен пĕлме интереслĕ пулчĕ. Асăннă автор поэт та, прозаик та. Вăл  40 кĕнеке авторĕ. Унăн «Çуралман ача сасси» поэмине аслă классенче ăс пухакансем чăваш литератури урокĕнче вулаççĕ, тишкереççĕ.  Вăл çырнă калавсем, сăвăсем ача чунне питĕ çывăх, ăнланмалла.

Вулав конференцийĕнче вĕренекенсем  Николай Ишентей çырнă хайлавсене тишкерчĕç,  содержанине каласа пачĕç, пĕтĕмлетӳсем турĕç.

Шкул сакки çинче ларакан ача умĕнче питĕ нумай ыйту.  Пурнăçра йăнăш утăм тăвасран яланах асăрханмалла, тĕрĕс пурăнма тăрăшмалла. Кĕвĕçӳ,  хыткукарлăх,  ултав, усаллăх, суялăх - вĕсем пурте этемшĕн çĕр çинче чи начаррисем. Çаксене вĕренекенсем паллă çыравçăн хайлавĕсемпе паллашнă хыççăн питĕ лайăх ăнланчĕç.  Уйрăмах конференци ĕçне  Валерия Саламатова,  Эльвина  Хамидуллова, Ульяна Солдатова, Софья Герасимова, Степан Рубцов тăрăшса хутшăнчĕç.

Пирĕн шутпа, çакăн евĕрлĕ класс тулашĕнчи ĕçсем вĕренекенсен  чунĕсенче илемлĕх, ыркăмăллăх, тĕрĕслĕх, туслăх  туйăмĕсене вăратаççĕ,  вĕсене пирĕн. вĕрентекенсен, час-часах ирттересчĕ.

                                  Федорова В.Ф., Соркина Л.А.

Просмотров: 526 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz