Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулта ача – пӑча сасси кӗрлени «тӗлӗнтермӗш» мар. «Инттелект» кану лагерӗ ӗҫлет, ачасем хавас, тулли кӑмӑлпа ҫӱреҫҫӗ кунта. Аслисем кашни куна пӗлсе йӗркелени илӗртет вӗсене. Вӑйӑ – ачасене вӗренме илӗртмелли, вӗсен пуплевне, тавра – курӑмне аталантармалли паха майсенчен пӗри. Ҫакна воспитательсем анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Вӑйӑ выляни ачасемшӗн савнӑҫ, вӗсенчен кашниех мала тухасшӑн, ҫӗнтерӱҫӗ ятне илесшӗн. Шухӑшлама, мӗн кирлине шыраса тупма хӑнӑхнӑ ача вӗренӱре ӗлкӗрсе пынине лайӑх пӗлеҫҫӗ Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти вӗрентекенсем. Ҫавӑнпа та утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче станцисем тӑрӑх вӑйӑ йӗркелерӗҫ. Ачасем тӗрлӗ станцисенче пулчӗҫ. Тӗслӗхрен, «Ылтӑн пучах» станцинче шӑпӑрлансем «Мӗнле сасӑ ҫухалнӑ», «Танлаштарса пӑхӑр», «Вӑчӑра», «Асамлӑ пусӑ умӗнче», «Чӗрӗ сыпӑксем» вӑйӑсем вылярӗҫ. Грамматика вӑййисем те ачасен кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. Вӗсене «Ылтӑн пучах» станцинче питӗ килӗшрӗ, Каллина О.А. вӗсемпе кӑмӑллӑ.
Каллина О.А. |