Кăçал, чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, çĕнĕ чăваш поэзине никĕслекенĕсенчен пĕри – кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çитет. Тăван халăхĕшĕн чунне парса ĕçленĕскер, вăл иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех чăвашсем малашлăхра тулли пурнăçпа пурăнасса, чăваш чĕлхи ирĕклĕн янăрасса шаннă. Аса илер-ха: «Вăхăт çитĕ! Чăваш чĕлхи тимĕр татĕ…». Халĕ аслă несĕлĕмĕрсем парса хăварнă чĕлхемĕре, тăван культурăна аталантарма пĕтĕм май пур – вĕсен ырă пуласлăхĕ хамăр тăрăшнинчен, çине тăнинчен килет.
Çеçпĕл пурнăçĕпе пултарулăхĕ кашни чăвашах хумхантарать, тĕлĕнтерет, шухăша ярать. Çеҫпӗл Мишши – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ, тӗнче литературин классикӗ. Унӑн вилӗмсӗр сӑввисем пире пурӑнма, кӗрешме, чӑрмавсене ҫӗнтерсе мал енне талпӑнма хистеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.
Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Патăрьел районĕн тĕп библиотекинче юратнă поэта халалласа район шайĕнчи «Çĕнĕ хум – Новая волна» литература пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Унта Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç.
«Çĕнĕ хум «литература пултарулăх конкурсĕнче «Чи лайăх сăвă» номинацинче Елкина М. (9 класс) çĕнтерӳçĕ ятне илме тивĕç пулчĕ.
Çавăн пекех М. Çеçпĕл сăввисене чăвашла, вырăсла чи лайăх вулакансен «Сеспель-подснежник поэзии» номинацинче Кузнецова А. (10 класс) 1-мĕш вырăн, Солдатова Е. (10 класс) 2-мĕш вырăн тата Паймуков Д. (10 класс) 3-мĕш вырăн йышĕнчĕç. Çĕнтерӳçĕсене саламлатпăр, малашне те çитĕнӳсем тума сунатпăр!
Федорова В.Ф. |