
Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ,
тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ.
Г.Н. Волков
Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп хатĕр шутланать. ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе ултӑ пин тĕрлĕ чĕлхе. Шел пулин те, ултӑ пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çак чĕлхесене упраса хăварас тĕллепе тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.
Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртекен Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне халалласа тăван сăмах илемлӗхне, пуянлăхне палăртас тӗллевпе Патӑрьелти пӗрремӗш вӑтам шкулӑн 5б класӗнче вӗренекенӗсемпе «Упрар тăван чӗлхемӗре» ятлă уҫă калаҫу иртрӗ.
Чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Ольга Владимировна пулăшнипе ачасем нумай ҫӗнни пӗлчӗҫ, тăван чĕлхе ҫинчен ҫырнă паллă ҫыравҫăсен каларӗшӗсемпе паллашрӗҫ, тăван чӗлхене лайăх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унăн уйрăмлăхӗсене тӗплӗнрех ăнланма пулăшнине палăртрӗҫ.
Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ, пурлăхĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Çакӑн пек пӗтӗмлетӳпе вӗҫленчӗ уҫă калаҫу.
Чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Лукьянова О.В. |