Кăçал, авăн уйăхĕнче, чăваш çыравçи, РСФСР тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿçи Марфа Дмитриевна Трубина çуралнăранпа 130 çул çитрĕ.
Трубина Мархви – чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм-çыравçăсенчен пĕри. Вăл ача-пăча литературин никĕсне хывас тата ăна аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Вăл çырнă «Ача чухнехи» (1960), «Асăнмалăх, савăнмалах», «Мучар» (1934), «Хăнаран» (1929), «Праски йăнăшĕ» (1935) тата ытти нумай хайлавсене нумайăшĕ пĕлеççĕ. Вĕсенче автор ачасене Тăван çĕршыва юратма, халăхшăн тăрăшма, ĕçчен те ырă кăмăллă пулма вĕрентет.
Трубина Мархвин çуралнă кунне халалласа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 «в» класра «Унăн çутă сăнарĕ манăçмасть» ятлă литература сехечĕ иртрĕ. Ку мероприятие 5 «в» класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Ачасем Трубина Мархви кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем «Ача чухнехи» автобиографиллĕ повесть сыпăкĕсене вуласа ыйтусем çине хуравларĕç.
Литература сехечĕн тĕллевĕ – Трубина Мархви еткерлĕхне упраса хăварасси, унăн хайлавĕсемпе ачасене интереслентересси.
Федорова В. Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. |