Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта «Халăхсен туслăх» эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ятарлă план хатĕрлерĕç. Туслăх эрнин планĕ пуян та интереслĕ. Планпа килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем класс сехечĕсем ирттереççĕ. Акă чăваш чĕлхине вĕрентекенĕ Каллина О.А. 5-мĕш класс ачисемпе чăваш, тутар халăхĕн йăли-йĕркипе паллашрĕç. Кĕçĕн классемпе чăваш халăхĕн вăййисене выляса савăнчĕç. Сорокина Л.А. тĕрлĕ халăхсен ваттисен сăмахĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Торговцев А.А. 6-мĕш класпа чăваш, тутар, пушкăрт халăхсен патшалăх символĕсем çичен каласа пачĕ.
Патăрьел çĕрĕ çиче тĕрлĕ халăх пурăннă май, туслăх хĕлхемĕ ялкăшса çунасса шанаççĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем |