Четверг, 26.12.2024, 18:16
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2020 » Октябрь » 14 » Тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ
16:11
Тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ

Тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ Николай Иванович Ашмарин чăваш  халăхĕн асне хăйĕн  вилĕмсĕр вун çичĕ кĕнекеллĕ сăмахсарĕпе( словарĕпе) кĕрсе юлчĕ. Ашмарин сăмахсарĕ –хак хума çук паха ĕç. Вăл кашни чăваша тĕлĕнмелле пуянлăхĕпе савăнтарать.

Н.И. Ашмарин  1870 çулта юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне  хулинче çуралнă. Асламăшĕ унăн аслашшĕ чăваш, Ярославль вырăсĕ пулнă. Н.И. Ашмарин чăваш чĕлхине  ача чухнех вĕренме пуçланă. Унăн кукашшĕ чăваш пулнă. Ачаллах амăшĕсĕр тăрса юлнă Микулай çуллахи уйăхсене кукашшĕ патĕнче ирттернĕ. Ачасемпе урамра вылянă, юрланă, чăвашла калаçса çÿренĕ. Çакă ăна кайран чĕлхе тĕпчевĕнче чаплă ĕçсем тума  çул уçса панă.

Н.И. Ашмаринăн  ăс-хакăл еткерĕ иксĕлми пуян. Вăл чăваш сăмахне, йăли-йĕркине, халăх  чунне витĕрех пĕлсе тăнă.

Н.И. Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнине паллă туса Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулта та мероприяти иртрĕ. 9-мĕш  классенче  унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вуласа пĕлчĕç, словарьсене алла илсе ĕлĕкхи сăмахсен пĕлтерĕшĕсемпе, пулăвĕсемпе паллашрĕç. Малашне тата Н.И. Ашмарин çырнă «Качи çăви» калава  вуласа тухма планларĕç.

Солдатова С.А. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ

Просмотров: 453 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Октябрь 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz