Воскресенье, 22.12.2024, 08:59
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 20
Гостей: 20
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Сентябрь » 7 » Тăван Патăрьел районĕ 94 çулта!
10:53
Тăван Патăрьел районĕ 94 çулта!

Мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв?

Аякра-ши, çывăх-ши?

Аякра та, çывăх та,

Каласа парам, тăхта.

П.Хусанкай

Чăнах та, мĕн-ши вăл Тăван çĕр-шыв? Тăван çĕр-шыв вăл – атте-анне, çуралса ÿснĕ тăван кил, савнă ял, ялти мĕн пур путăк-вар, çырма-çатра, улăх-çаран, вăрмансем, юхан шывсем, тăван чĕлхе. Патăрьел районĕ, Юхма ен – пирĕншĕн Тăван çĕр-шыв шутланать.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ – Патăрьел районĕн «çуралнă кунĕ». Кăçал вăл 94 çул тултарчĕ. Кашни шкултах ачасем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнчĕç. Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕнче 8б класра вĕренекенсем те аякра юлмарĕç. Авăнăн 6-мĕшĕнче класс сехетĕнче вĕсенм тăван район историйĕпе паллашрĕç, пĕр-пĕрне районти паллă вырăнсемпе çыннисем çинчен каласа пачĕç. Тăван çĕр-шыв пурнăçра аттепе анне пекех чи хакли пулнине палăртрĕç, Хамăр Патăрьел районĕпе, чăнах та, мухтанмалли, мăнаçланмалли сахал марри çинчен каласа хăварчĕç. Район аталанăвĕ, çĕр-шыв пуласлăхĕ вĕсен аллинче пулнине пĕлтерчĕç.

Ачасем тăван района чунтан юратни палăрчĕ. Вĕсем ÿссе çитсе Тăван çĕр-шыва юрăхлă çынсем пуласса шансах тăратăп.

Путякова Н.А., класс ертÿçи

Просмотров: 244 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Сентябрь 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz