Чăваш Енре 2021 çул - Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулĕ. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнчи чăваш чĕлхи урокне Патăрьелĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан 1-мĕш вӑтам шкулти 9-мӗш класри ачасем «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» хăюлăх урокĕпе вĕçлерĕç.
Тăван ҫӗр-шывӑн аслӑ вӑрҫин шавӗ Чӑваш Ене ҫитмен пулсан та пирӗн халӑх историне тарӑн йӗр хӑварма пултарнӑ. Вӑл тылра нушаланнисен юнӗпе тата куҫҫулӗпе тулнӑ.
Ачасем Аслă Тăван çĕр-шыв вăрçи вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă чăваш çыннисен паттăрлăхĕпе паллашрĕç.
Асăннă урокра вĕренекенсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун вуншар сехет кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Хĕлле, 40-43 градус сивĕре, кĕреçесемпе тата лумсемпе шăннă çĕре такканă. Вĕсен çие тăхăнма ăшă тумтир те пулман. Урисене те çăпата çеç сырайнă.
Ачасем вĕрентекен каласа панине кăсăкланса итлерĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Вĕренекенсем вăрçă вăхăтĕнче фронтра çапăçакан салтаксене çеç мар, тылри пĕтĕм халăха та чăтма çук йывăр пулнине ăнланчĕç.
Çак мероприяти вĕренекенсен чĕрисенче хĕрхенÿ туйăмĕ çуратрĕ. Çав вăхăтрах вĕсем тăван халăхăн паттăрлăхĕпе мăнаçланчĕç.
Урок вĕçленнĕ май ачасем Тăван çĕршыва юратни халăха вăрçă вăхăтĕнчи пĕтĕм хура - шурпа йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшни тата пирĕн, хальхи ăрăвăн, Аслă Тăван çĕр - шывăн вăрçи вăхăтĕнчи лару-тăру çинчен яланах асра тытмалли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.
Федорова В.Ф. |