Среда, 09.10.2024, 09:53
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Май » 20 » "Тăван ялăм, савнӑ ялăм" урок-экскурси
08:04
"Тăван ялăм, савнӑ ялăм" урок-экскурси

Тăван çĕр-шыв,

                                                                       асамлă вăй паратăн эс пире.

                                                                       Тăван çĕр-шыв - сап-сар хĕвел                                                                                                                                                                              

                                                                       Тăван çĕр-шыв - атте-анне,

                                                                       Çуралнă савнă кил…

Тӑван ҫӗр-шыв, тӑван ял, тӑван кил, … Çак сӑмахсем чунра ӑшӑ, чи хаклӑ, чи ҫепӗҫ,  хаваслӑ туйӑмсем ҫуратаҫҫӗ. Куҫ умне тӑван тавралӑх, йӑмраллӑ ял, атте-анне килӗ тухса тӑрать. Тӑван кӗтесрен пахи тата мӗн пур-ши? Кашни ҫыннӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ тӑван килте иртет-ҫке.

Патăрьелĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 5-мӗш класра  «Тӑван ялӑм, савнӑ ялӑм» темӑпа пуплевпе ҫыру ӑсталӑхне аталантармалли урок иртрӗ.

Йӑлана кӗмен урок-экскурсие чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Федорова В.Ф. ҫут ҫанталӑкра ирттерчӗ.

Тăван çĕр - шыв…Ăçтан пуçланать-ши вăл? Тен, чÿречерен кĕрекен хĕвел пайăркинчен? Тен, пÿрт умĕнчи йăмрасенчен? Ҫак ыйтусем ҫине хурав парса тата ял урамӗпе киленсе пынӑ хушӑра  ачасем тӑван яла мӗнле юратни, хӑйсене хӑш вырӑн ытларах тыткӑнлани пирки каларӗҫ, сочинени тӗслӗхӗсене вуласа пачӗҫ.

«Манǎн Тăван çĕр-шывăм  Патăрьел ятлӑ. Вăл питӗ пысăк, лайăх вырăнта вырнаçнă. Ял айккипе Пăла юхса выртать. Ял варринче КепеПăла шывĕн сылттăм юппи) юхан шыв пур. Ялта,  кашни утӑмра тенӗ пекех, йӑмра, тирек, çăка тӱпенелле кармашаҫҫӗ.

Ман тăван ялăм уйрăмах çуллахи вăхăтра илемлĕ. Йĕри-тавра сип-симĕс. Пăхса илен те- кăмăл çĕкленет. Епле илемлĕ пирĕн тавралăх. Каçхине хĕвел илемлĕн хĕрелсе анать. Тавралăх шăпланать. Ирхине вара ĕçчен чăваш халăх ĕçе тытăнать…»

Ял сӑн-сӑпатне тепӗр темиҫе ҫултан танлаштарса пӑхас тӗлӗшпе  ачасем видеосюжетсемпе  сӑнÿкерчӗксем те ÿкерчĕç.

Чăвашсен паллӑ ӑсчахĕ Г.Н. Волков этнопедагог ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ те пылак»,- тенĕ. Ку, чӑнах та, ҫапла пулӗ.

«Яланах пурăн эсĕ, Тăван çĕр - шывăм. Ан сÿн çеç. Эсĕ пире яланах кирлĕ»,- тесе пӗтӗмлетрӗç ачасем урок-экскурсие.

                                                                                                  Федорова В.Ф.

Просмотров: 490 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Май 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz