Паян пирĕн ҫĕршывра питĕ пĕлтерĕшлĕ уява – Тăван ҫĕршыв Паттăрĕсен кунне – паллă тăваҫҫĕ. Вăл Раҫҫей ҫар ҫыннийĕсен чун хавалĕн вăйне, харсăрлăхĕпе ҫирĕплĕхне вăйлăлатать.
Раштав уйăхĕн 9- мĕшĕнче Патăрьелĕнчи вăтам шкулти ҫиччĕмĕшсем класс тулашĕнче иртекен «Чи кирли ҫинчен калаҫăпăр» занятире патриотсем тăвас, Раҫҫей ҫыннине ҫитĕнтерес, кашнин ăс –тăнĕнче ҫын пурнăҫĕн, кил – йышăн, граждан обществин, Раҫҫейĕн нумай нациллĕ обществин, ҫыннăн вырăнĕ ҫинчен ăнлану пултăр тесе калаҫрĕҫ. Занятире ачасем Аслă Аттелĕх вăрҫин, Ятарлă Ҫар операцийĕн Геройсен паттăрлăхĕпе паллашрĕҫ.
Класс ертÿҫи вĕренекенсене Чăваш Ен ҫĕрĕ пурнăҫ панă Геройсен паттăрлăхĕпе паллашарчĕ. Каллин Николай Патăрьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Ятарлă Ҫар операцийĕнчи Краснов Денис Паттăрпа паллаштарчĕ. Краснов Денис – Жуков тата Суворов медальне тивĕҫнĕ ветеран. Мирĕ пурнăҫшăн кĕрешекен паттăр. «Эпир унпа муханатпăр», - тесе вĕҫлерĕ кĕске калаҫăва Каллин Николай.
Класс ертÿҫи Каллина О.А. |