Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта Тăван чĕлхене халалланă эрне малалла пырать. Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир чĕлхеме çинчен?
Тĕнчене килнĕ халăхсем тем тĕрлĕ чĕлхепе те калаçаççĕ. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, тĕнчере пурĕ 3 пине яхăн чĕлхе. Теприсен шухăшĕпе, чĕлхесен шучĕ 5 пине те çитет. Чĕлхе – пĕлÿ, ăрусен ăс пурлăхне пухма, ăна упраса хăварма, çавна май тĕрлĕ ÿнере, культурăна, ăслăлăха аталанма май туса парать. Чĕлхе – халăх ăс-тăнĕн пуянлăхĕ, ун культурин тĕп палли. Чĕлхе пулмасан халăх пулмасть. Çавăнпа та чĕлхе вăл – халăх историйĕн никĕсĕ.
Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхепе усă курса эпир хамăр ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр. Халăхăн культурипе творчество аталанăвĕ те тăван чĕлхепе çыхăннă.
Чăваш чĕлхин пуянлăхĕ пирки тата чĕлхе вăрттăнлăхне пĕлес тесе эпир, шкулти тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем Путякова Н.А., Каллина О.А., Лукьянова О.В. 5-мĕш классем хушшинче нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Ăмăртăва кашни класра 6-шар ача хутшăнчĕ. Вĕсем учительсем хатĕрленĕ 3 станцири (станци ячĕсем: «Ребуссем», «Ваттисен сăмахĕсем», «Тупмалли юмахсем») ĕçсене пурнăçласа чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен ята çĕнсе илес тесе тупăшрĕç. Хĕрÿ ĕçре чи маттуррисем 5б классем пулчĕç, вĕсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. 5г класс ачисем 2 вырăна тивĕçрĕç. 3-мĕш вырăнта вара икĕ класс – 5а тата 5в класс ачисем.
Ăмăртăва хутшăнакан кашни хăй мĕн пĕлнине кăтартма тăрăшрĕ. Вĕренекенсене малалла та хастар пулма сунатпăр.
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |