Вторник, 22.04.2025, 23:00
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры






















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Февраль » 22 » Тăван чĕлхе кунĕ
07:45
Тăван чĕлхе кунĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Çак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни 1952 ҫулта Бангладеш тӗп хулинче тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта та паян тăван (чăваш) чĕлхене халалласа уроксем, класс тулашĕнчи сехетсем иртрĕç. Ачасем сăвă, калав, сочинени çырас ăсталăха туптарĕç. Ăмăртусенче тĕрлĕ ĕçсем (кроссворд, ÿкерчĕк, ребус, хаçат, лэпбук, буклет) пурнăçласа хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, вĕрентекенсем сĕнекен викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Акă калăпăр 8а класра вĕренекенсем «Ваттисен сăмахĕсен тĕнчи» ятлă класс тулашĕнчи ĕçе хутшăнчĕç. ваттисем вĕрентсе каланă сăмахсене тишкерчĕç.

Ачасем активлă пулни вĕрентекенсене хавхалантарчĕ. Чĕлхе пуласлăхĕ ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 16 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально
































Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2025
uCoz