Нарăсăн 21-мĕшĕ тăван чĕлхесене паллă тумалли кун. Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хăйсен шухăшĕсене ыттисене каласа е çырса пĕлтерме май паракан чи кирлĕ, чи тухăçлă мел. Тĕнчери кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Чĕлхесĕр çак Çĕр çинче пĕр çын та пурăнаймасть. Пире ăна пĕлни кашни утăмрах кирлĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти ачасем те «Эпир тăван чĕлхепе калаçатпăр» акцие хастар хутшăнчĕç. 8а, 8в класра вĕренекенсем П.Хусанкай, А.Хум, В.Урташ поэтсен сăввисене хаваспах вуларĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем чăвашла чĕлхе çинчен çырнă сăвăсенчен литмонтж хатĕрлерĕç. Ачасем тăван чĕлхене мухтаса çырнă сăвăсене хавхаланса вуларĕç.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Солдатова С.А. |