Нарăс уйăхĕн 21- мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери халăхсен Тăван чĕлхе кунĕ. Çак куна пур вырăнта та анлă паллă тăваççĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхине вĕрентекен Федорова В.Ф. 2, 3 класри нарăс уйăхĕн 22 - мĕшĕнче ачасемпе «Тăван чĕлхе кунĕ» ятлă пĕлӳ сехечĕ ирттерчĕ. Вĕсене Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ çинчен каласа пачĕ.
«Тăван чĕлхе кунĕ» уява ЮНЕСКО 1999 çулта çирĕплетнĕ. 2000 çулхи нарăсăн 21- мĕшĕнче вара пĕрремĕш хут уявланă. Уява чĕлхесен тата культурăсен нумайенлĕхне упраса хăвармашкăн йĕркеленĕ. ЮНЕСКО шучĕпе çитес вăхăтра тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри таран çухалма пултарать. ЮНЕСКО Раççейри 136 чĕлхен пуласлăхĕ япăххине палăртнă, вăл шутра - чăваш чĕлхин те.
Вĕренекенсем «Тăван чĕлхе кунĕ» ятлă презентаци пăхрĕç, «Чăвашла ан манăр, чăвашсем!», «Эп чăваш ачи» сăвăсене илемлĕ вуларĕç. Юлашкинчен викторина ыйтăвĕсене тăрăшсах хуравларĕç.
Тăван чĕлхе кашни çыншăн пĕрре. Вăл - атте-анне чĕлхи. Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем хăйсен чĕлхипе калаçнă, ăна сыпăкран сыпăка халалласа пынă, куç пек упрама тăрăшнă. Чăваш чĕлхине çăласси, ăна аталантарасси - кашни чăвашăн тивĕçĕ.
Чăваш ята илнĕ çыннăн хăйĕн чĕлхине май килнĕ таран упраса хăварма тăрăшмалла, ăна аталантарассипе ĕçлемелле. Вара эпир пурăнăпăр, ытти халăх хушшинче сапаланса каймăпăр тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.
Федорова В.Ф. |