Воскресенье, 24.11.2024, 07:56
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры






















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 4
Гостей: 4
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Февраль » 20 » Тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ
07:40
Тăван чĕлхе эрни пуçланчĕ

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать.  ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр  чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 6000 тĕрлĕ чĕлхе. 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи  чĕлхесене  упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ те.

Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă.

Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать.

Иван Яковлевич Яковлев та «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» тенĕ. Эпир, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çак сăмахсене тĕпе хурса Тăван чĕлхе эрнине пуçларăмăр. Паян, нарăсăн 19-мĕшĕнче кашни класрах тăван чĕлхе çинчен калаçрăмăр, чăваш чĕлхине упрасси çамрăк ăрура пулнине палăртса хăвартăмăр, чăваш чĕлхин илемне туйма тăрăшрăмăр. Акă 7 класра вĕренекенсем «Чĕвĕлти чĕкеç» ăмăртăва хутшăнчĕç, 3 ушкăна пайланса викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, «Чăваш çĕрĕн сумлă та мухтавлă çыннисем» ятлă проектсем хатĕрлерĕç. Хĕрÿ ĕç пурин кăмăлне те кайрĕ. Чăваш сăмахĕ, чăваш ачин сасси малалла та уççăн янрасса шансах тăратпăр.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 140 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz