Чăваш Республикин пур районĕнчи кашни шкултах нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕпе 22-мĕшĕччен Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе эрнине ирттерчĕç. Çак эрнере пирĕн шкулта вĕренекенсем уроксенче те, класс тулашĕнчи ĕçсенче, ăмăртусенче те хастар хутшăнчĕç. Хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче никамăн та айккинче юлас килмест. Шкул ачисем Çеçпĕл Мишши каланă «чăваш ачи сассуна пар» сăмахсене çирĕплетсе чăваш чĕлхи тата тăван чĕлхе çинчен сăвăсене шăрантарчĕç, учительсем йĕркеленĕ литмонтажсенче хутшăнчĕç. Патăрьелĕн 1-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем интернет тетелĕнче те #эпĕчăвашлакалаçатăп хештегпа хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Уйрăмах, 10б класра вĕренекен Иванов А., 8г класс ачи Путякова Ю., 5б класра вĕренекен Егорова Д. тата Рыбкин К. активлă пулчĕç.
Ачасенче малалла та чăвашлăх туйăмĕ аталанса тăрасса шанатпăр. Хастар ĕçлекен пур вĕрентекене те тав сăмахĕ калатпăр.
Путякова Н.А., чăван чĕлхипе литературине вĕрентекен |