Нарǎс уйǎхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулин 40 –мĕш шкулĕнче «Тǎван чĕлхепе тǎван литературǎна чи лайǎх вĕрентекен» конкурсĕ иртрĕ. Ҫак конкурса чи хастар тǎван чĕлхепе тǎван литературǎна вĕрентекенсем пуҫтарǎнчĕҫ. Пĕрремĕш тапхǎрта ҫирĕм пĕр вĕрентекен «Урок» тата «Класс тулашĕнчи урок» тĕрĕслевре хǎйсен ǎсталǎхне кǎтартрĕҫ. Ҫак ҫӳллĕ шайри конкурса хутшǎнма мана та тӳр килчĕ.
Сумлǎ конкурсра тупǎшни маншǎн пысǎк чыс. Хамǎн пултаруллǎх лаҫҫине пуянлатрǎм. Хатĕрленӳ тапхǎрĕнче кирлĕ, паха материалсене тупса, ǎса хывса пĕлӳ шайне ӳстертĕм. Хамǎн наставниксене Андреева Н.Б., Кошкина Н.А., Путякова Н.А. тав сǎмахĕ калатǎп.
Пĕрлĕхре – вǎй!.
Каллина О.А. |