Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чĕлхе кунне анлă паллă тăватпăр. Акă паян нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сорокина Людмила Александровна сăвăçпа, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе, 9г класс ачисем тĕл пулчĕç. Людмила Александровна чи малтан хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, унтан сăвă çырас ăсталăхĕ мĕнле аталанни, туптанни çинчен каласа пачĕ. Сăвăçăн пултарулăхĕ ачасене интереслентерчĕ. Вĕренекенсене унăн сăввисенчи шухăшсем тĕлĕнтерчĕç. Шкул ачисем Людмила Александровнăна тĕрлĕ ыйтусем пама тăрăшрĕç. Вĕренекенсем уйрăмах сăвăçăн малтанхи сăввисем мĕнле кун çути курни çинчен ыйтса пĕлчĕç, сăвăсенчи рифма еплерех йĕркеленни тата сăвă янăравлăхĕ мĕнле шăрçаланни кăсăклантарчĕ.
Тĕл пулу ачасен сăвă çырма хавхалантарасса шанас килет.
Солдатова С.А. тата Торговцев А.А. чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем |