Пуш уйăхĕн 6 - мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1- мĕш вăтам шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Республика шайĕнчи «Нумай культура талккăшĕнче чăваш чĕлхине вĕрентесси» темăпа семинар иртрĕ. Семинара 40 - е яхăн вĕрентекен хутшăнчĕ.
Семинар ĕçне Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнчи этнокультура аталанăвĕн кафедринчен килнĕ Егорова Анна Семеновна, Иванова Надежда Григорьевна, Федоренчик Артем ертсе пычĕç. Вĕсем кашниех паянхи кун вĕрентекенсене кăсăклантаракан ыйтусемпе тухса калаçрĕç.
Уйрăмах учительсене Егорова А.С. чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе танлаштарса вĕрентни çинче чарăнса тăни килĕшрĕ. Вăл хăйĕн лекцийĕнче паянхи кун чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче ытти чĕлхесемпе танлаштарса мĕнле вĕрентмелли çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Эпир чăвашсем Раççей Федерацийĕнче халăх шучĕпе 5-мĕш вырăн йышăнатпăр, вĕсенчен çурри Чăваш Республикинче пурăнать.Чăваш тата вырăс чĕлхисем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ .Çак ыйтусене те хускатрĕ Егорова А.С. хăйĕн лекцийĕнче.
Иванова Н.Г. калаçăвĕнче чăваш литературине тĕрлĕ халăх литературипе танлаштарса вĕрентни ачасемшĕн усăллă пулнине палăртрĕ.
Çавăн пекех чăваш чĕлхине тĕпчекен украина каччи семинарта тухса калаçни те пурне те килĕшрĕ. Вăл чăвашла пуплеме пĕлни итлекенсене тĕлĕнтерчĕ. Унăн шухăшĕпе, вĕренекенсем тăван чăлхене юратчăр тесен , ачасен ытти халăхсен мультфильмĕсене чăвашла куçарнине пăхмалла, атте-анне чĕлхине ăша хывма вĕренмелле.
Семинар пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
Федорова В.Ф., Сорокина Л.А. |