Понедельник, 20.05.2024, 02:16
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Март » 1 » Савăнатпăр тата мухтанатпăр
10:05
Савăнатпăр тата мухтанатпăр

Патăрьелĕнчи  пĕрремĕш вăтам шкулта тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре опытлă вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсен шутĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Путякова Н.А. тата Солдатова С.А. Ачасене тăван чăваш чĕлхине пысăк шайра вĕрентес тесе вăй хураççĕ. Ḉамрăк ăрăва чăвашла калаçма, вулама, çырма, анне чĕлхине хисеплеме тата юратма вĕрентеççĕ Наталия Алексеевнăпа Светлана Алексеевна. Вĕсен вĕренекенĕсем юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе район шайĕнче çеç мар, республикăра та хăйсен пĕлĕвне тивĕçлĕ кăтартаççĕ. Ḉакăнта паллах, вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Уроксем хыççăн вăхăт тупса кирлĕ пĕлĕве ачасем патне çитерме тăрăшаççĕ, пасăк тавра – курăмлă ачасемпе уйрăмшарăн ĕçлеççĕ. Пĕлÿ арчине уçса, çĕнĕ технологисене усă курса вăй хураççĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Путякова Н.А. тата Солдатова С.А.

Кăçал та, нарăс уйăхĕн 26- мĕшĕнче, чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсен регион шайĕнчи шкул ачисен олимпиадинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ăс пухакан Мальцева Юля призер пулма тивĕçрĕ. Путякова Н.А. тата Солдатова С.А. тăрăшнипе, кирлĕ пĕлĕве ачасем патне çитернипе шкул тата район чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç Мальцева Юльăпа Ижедерова Дарья.

Хисеплě вěренекенсене тата вěрентÿḉěсене ăнăḉу сунатпăр. Малашне те пысăк ḉитěнÿсем туса пыма сěнетпěр. Эпир сирěнпе мухтанатпăр тата савăнатпăр. Чăваш чěлхине ḉěклекенсем, уншăн ḉунакансем тата тăрăшакасем пурри чăн – чăн мухтав. Юльăна тата вěретекенсене Пěтěм тěнче   олипиадинче шкул, район, республика чысне хÿтĕлеме, пысăк результат кăтартма сунатпăр.

Каллина О.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенě

Просмотров: 371 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Март 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz