Ялан янра, чăваш сăмахĕ!
Çак çĕр çинче те уçлăхра.
Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халалласа Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче «Ялан янра, чăваш чĕлхи!» уявĕ, çавăн пекех район шайĕнчи «Сарпи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Çак уява Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Исаев Ю.Н, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчěн проректорĕ Петрова С. В, чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, чăваш халăх сăвăçисем Раиса Сарпипе Альбина Юрату килсе çитрĕç. Вĕсем ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме, хисеплеме, тĕпчеме, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, халăх йăли-йĕркине упрама, пĕлÿлĕхе ÿстерме хавхалантарчĕç.
Çак уява Патăрьелĕнчи вăтам пĕлÿ паракан 1-мĕш шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Хĕрÿ ăмăртура 2 - 4 классем хушшинче Музякова Александра (2в кл.) 2-мĕш вырăна (ертÿçи Александрова О.Н), Сироткин Илья (2а кл.), 3-мĕш вырăна (ертÿçи Сафьянова С.В., тивĕçрĕç. 5-6 классем хушшинче Путякова Анна (6б кл.) 3-мĕш вырăна (ертÿçи Торговцев А.А.) йышăнчĕ. 7 классем хушшинче Галкин Мефодий (7г кл.) 1-мĕш вырăна (ертÿçи Солдатова С. А), Паймуков Даниил (7б кл.) 3-мĕш вырăна (ертÿçи Сорокина Л. А.) тивĕçрĕç. 8-9 классем хушшинче Лялькина Ирина (8в кл.) 3-мĕш вырăна (ертÿçи Федорова В.Ф.) тухрĕ. Сăвăсене ачасем çакăн пек хастар хутшăнни вĕрентекенсене те савăнтарчě. ḉамрăк сăвăçсене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, ḉамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийěн начальникĕ Рубцова И. П. Хисеп хучěсем парса чысларě.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Федорова В.Ф., Торговцев А.А., чăваш чěлхипе литературине вĕрентекенсем. |