Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Интернет уçлăхĕнче пĕтĕм чăваш ачисен чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе чĕретлĕ олимпиади иртрĕ. Ăна хатĕрлесе ирттерекенĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пулчĕ. Олимпиадăна 7–9-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш тата Тутар Республикисенчен тата Чĕмпĕр облаçĕнчен пулчĕç. Олимпиада икĕ номинаципе иртрĕ: 1) вырăсла вĕрентекен шкулсем валли; 2) чăвашла вĕрентекен ачасем валли.
Çак олимпиадăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем те хастар хутшăнчĕç. Ыйтусене хуравласа чи нумай балл пухнисем çĕнтерÿçĕ тата призер ятне илĕç.
8 –мĕш класра вĕренекен Думилина Ульяна (вĕрентекенĕ Бабаева Е.М.), 9 – мĕш класра вĕренекен Ильичева Екатерина (вĕрентекенĕ Каллина О.А.) çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.
Вавилова Алина тăххăрмĕш класра пĕлÿ пухаканскер (вĕрентекенĕ Федорова В.Ф.) призёрсен шутĕнче.
Олимпиадăна хутшăнакансене тата çĕнтер́ÿçĕсене ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр. Малашнехи олипиадăсенче тата хастар хутшăнма сунатпăр.
Бабаева Е.М., Каллина О.А. |