Нарăс уйăхӗн 21- мӗшӗ пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ. Пирӗншӗн ку уяв лайăх самант пулнине паллăртас килет. Чӗлхене юратни кăна çителӗксӗр, ăна пирӗн çине тăрсах сыхласа хăварма, аталантарма тăрăшмалла.
Çамрăк ăрăва чӗлхе илемне туйма, юратма вӗрентес тӗллевпе Патăрьелӗнчи пӗрремӗш вăтам шкулăн 6- мӗш класс вӗренекенӗсем «Ребус тӗнчи- вăйă тӗнчи» конкурса хутшăнчӗç. Ачасем икӗ ушкăнра хавхаланса, хастар ăмăртрӗç. Улттăмӗш классем ребус йӗркелемелли, вуламалли йӗркепе, мелсесемпе кăсăкланчӗç. Сăмах хыççăн сăмах тупăнса пыни вӗсене питӗ савăнтарчӗ, малалла кӗрешме вăй пачӗ.
Ачасем пурте тăрăшса ӗçлерӗç, пултарнă таран вăй хучӗç. Чӗлхе пуласлăхӗ, халăх пуласлăхӗ хамăртан килнине палăртрӗç.
Гаврилова А.Н. |