Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестиваль пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕсем: чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси, ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси.
Мероприятире пурĕ Чăваш Республикин 10 районĕнчи 33 шкулпа ача садĕнчен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Ăмăрту 7 номинаципе иртрĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Путякова Юля та фестивале хутшăнчĕ. Вăл «Халăх юрри – чунăм уççи» номинацире вăтам тата аслă классенче вĕренекенсемпе вăй виçрĕ. Юля ăмăртура чăваш халăхĕн «Талла-талла» юррине юрласа пачĕ, II вырăн илме пултарчĕ.
Путякова Юльăна малалла та ăнăçусем сунатпăр.
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |