Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулта Тăван чĕлхе эрни малалла тăсăлать. 5б класс ачисем те вĕрентекенсем ирттерекен ăмăртусенче, конкурссенче хастар хутшăнаççĕ. Класра вĕренекенсем «Пултарулăх кĕтесне» йĕркелерĕç. Килте «Сăнарлă чăваш сăмахлăхĕ» темăпа тĕрлĕ ребуссемпе ÿкерчĕксем туса килчĕç. Урокра хăйсен пултарулăхĕпе пурне те паллаштарчĕç. Хĕрÿ тупăшура пуринчен те маттуррисем шутĕнче Мулендеев Александрпа Иванов Арсентий пулчĕç. Вĕсем чăвашла илемлĕ шăрçаласа хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлерĕç. Иккĕшĕ те вĕсем ребуссем туса килнĕ. Пурне те çăмăл пулмарĕ паллах, çапах Крганова Ляйсанпа Ксенофонтова Эля та, тутар ачисем, хăйсен ĕçĕсем çинчен чăвашла каласа пачĕç.
Урокра чăвашла калаçни, паллах, çителĕксĕр. Çавна шута илсе ачасем пĕр-пĕринпе те, çемьере те тăван чĕлхепе калаçмаллине палăртрĕç.
Путякова Н.А., 5б класс ертÿçи |