
Паянхи пурнăҫ шкул умне ҫĕнĕ задачăсем кăларса тăратрĕ: кашни вĕрентекенех кирек хăш пĕтĕмлетÿ те пысăк шыравра ҫуралнине, вăл кашнин пуҫĕнче шăранса калăпланине тĕшмĕрттĕр, хăй те шыравра тĕпчев, проект ĕҫне явăҫма тăрăштăр: ăс – тăн тĕлĕшĕнчен ҫеҫ мар, кăмăл – сипет енчен те тасалса пуянлантăр.
Проектсемпе пĕлсе усă курни ачасене канма та, вĕсен ăс- тăнне уҫăлтарма та пулăшать, пĕр ĕҫрен тепĕр ĕҫе тÿрех куҫассине те ҫăмăллатать. Уроксенче пухнă пĕлÿпе, ăслайпа ачасем урок хыҫҫăнхи ĕҫ-хĕлне те усă курма хăнăхаҫҫĕ. Кашни проект ачасен ăс – тăнне, пултарулăне, илем туйăмне, пуплевне, ĕҫченлĕхне аталанма пулăшать.
Нарăс уйăхĕн 5- мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1- мĕш вăтам шкулти 5 – мĕш классем проект ĕҫĕ –хĕлĕпе паллашрĕҫ. Проект ĕҫĕн йĕркине калăпларĕҫ. Информаци ҫăлкуҫĕ ҫинче чарăнса тăчĕҫ. Тĕллевĕ тата задачисем вырăнлă пулни паха иккене ăнланчĕҫ. Ушкăнпа «Ҫулталăк вăхăчĕсем» ятлă проект ҫырса хатĕрлерĕҫ. Ачасем тăрăшни курăнчĕ, кашни ĕҫĕ курăмлă пулчĕ.
Пиллĕкмĕшсем маттурсем!
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Каллина О.А. |