Среда, 08.04.2026, 04:57
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 

Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 28 марта 2026 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры


























ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Апрель » 24 » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025
06:19
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи ҫулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акци иртрĕ.

Çак акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин сумĕпе хисепне ÿстересси.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те çак акцие хастар хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче 7-11-мĕш классенче вĕренекен 26 ачапа 3 вĕрентекен. «Пиллĕк» паллă илнисен шутĕнче 8 ача тата 3 учитель. «Тăваттă» илекенсем 9 пулчĕç, «виççĕ» паллă илнисем вара пурĕ 9 ача. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем хăйсен пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç тата Аслă Çĕнтерÿшĕн пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕ салтак çинчен, Çĕнтерÿ кунĕ çинчен пĕлнине çирĕплетрĕç..

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» акцин пĕлтерĕшĕ чыслă та сумлă. Çакна ачасем туясса, ăша хывасса шансах тăратпăр

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 84 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Знак отличия


Баннеры

































Вход на сайт
Поиск по сайту
Календарь
«  Апрель 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2026
uCoz