Пятница, 05.12.2025, 12:43
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры
























ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 12
Гостей: 12
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2023 » Апрель » 28 » «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци
07:29
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ.

Çак акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче сарасси, чăваш чĕлхин сумĕпе хисепне ÿстересси.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те çак акцие хастар хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче 7-11-мĕш классенче вĕренекен 50 ачапа 3 вĕрентекен. «Пиллĕк» паллă илнисен шутĕнче 21 ача тата 3 учитель. «Тăваттă» илекенсем 19 пулчĕç, «виççĕ» паллă илнисем вара пурĕ 10 ача. Шкул ачисем хăйсен пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç тата И.Я. Яковлев çинчен çĕннине те пĕлчĕç.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акцин пĕлтерĕшĕ чыслă та сумлă пулнине ачасем туйрĕç, ăша хыврĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем

Просмотров: 149 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Знак отличия
Актуально































Вход на сайт
Поиск по сайту
Календарь
«  Апрель 2023  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2025
uCoz