Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци иртрĕ. Ăна Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине тата Раççейри театр çулне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси; тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси.
Кăçал йĕркелÿ комитечĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текста суйласа илчĕ. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци сăн-сăпачĕ пулма Алексей Александров («Сантăр Элтиярĕ») Чăваш наци радиовĕн редакторне çирĕплетнĕ.
Пĕтĕм тĕнче акцине Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш шкул ачисе тата вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. «Мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр!» текста пурĕ 48-ăн çырчĕç. Вĕсенчен 14-шĕ «пиллĕк» паллă илме пултарчĕç (Солдатова С.А. тата Фёдорова В.Ф. вĕрентÿçĕсем те диктанта пĕр йăнăшсăр пурнăçларĕç), «тваттăллăх» вара 12 ача çырчĕ. Вулаканĕсем Путякова Наталия Алексеевна тата Александрова Ольга Николаевна пулчĕç.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акцине хутшăнакансене пысăк тав калас килет, малалла та хастар та хыт утăмлă пулăр.
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентÿçи Путякова Н.А. |