Чÿк уйặхĕн 13 – мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе тата чặваш литературипе район шайĕнче олимпиада иртрĕ. Çак тупặшặва маттур та хастар, пуян тавра - курặмлặ ачасем хутшặнчĕç.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул чысне хÿтĕлекенсем пысặк çитĕнÿсем турĕç, малти вырặнсене йышặнма пултарчĕç.
7 – мĕш классем хушшинче Иракина Анастасия 1-мĕш вырặн çĕнсе илчĕ (вĕрентекенĕ Бабаева Е.М), 8 – мĕш классем хушшинче Шуряшкина София чи нумай бал пуçтарчĕ (вĕрентекенĕ Гаврилова А.Н.), Солдатова Елизавета призер ятне тивĕçрĕ (вĕрентекенĕ Сорокина Л.А.) Паллах, 9 - мĕшсем те маттур - Иванова Анастасия (9 «б» класс) 1-мĕш вырặнта (вĕрентекенĕпе хатĕрлекенĕ Солдатова С.А., Путякова Н.А.), Ильичева Екатерина (9 «а» класс) призёр (вĕрентекенĕ Каллина О.А.). 11 – мĕш класра вĕренекен Свинцов Степан (вĕрентекенĕ Торговцев А.А.) 1-мĕш вырặн йышặнчĕ çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене, вĕсен вĕрентÿçисене ặнặçу сунатпặр.
Солдатова С.А., Каллина О.А., чặваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем. |