Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 5-мĕшĕччен «Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?» сочинени конкурсне ирттерчĕ. Конкурса ачасене тăван чĕлхепе чăваш халăхĕн пуян историне хаклама, тăван ен культурине аталантарма вĕрентес тĕллевĕпе йĕркеленĕ.
Конкурса пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 8-11 класĕсенче вĕренекенсем хутшăнма пултарчĕç. Положенинче панă темăсенчен пĕрне суйласа илсе хутшăнас текенсем хăйсен сочиненисене чăвашла çырчĕç. Конкурса хутшăнмалли темăсем: «Аталан, çирĕплен, Чăваш Ен», «Республикăн пуласлăхне куратăп», «Республикăпа мухтанатăп».
Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ:
1-мĕш тапхăр – район е хула шайĕнче (2020 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен);
2-мĕш тапхăр – республика шайĕнче (2020 çулхи юпа уйăхĕн 05-мĕшĕччен).
Сочинени конкурсне Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем те хутшăнчĕç. Районти 8-9 класс ачисем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулма 9-мĕш класра вĕренекен Кошкина А. тивĕçрĕ. Кошкина А. сочиненийĕ 2-мĕш тапхăрта та призёрсен шутне кĕме пултарчĕ. Ăна конкурса хутшăнма пулăшаканĕ тата хавхалантараканĕ вара чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Путякова Н.А.
Кошкина А. вĕренекене малалла та ăнăçу сунатпăр!
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Путякова Н.А. |