Вторник, 21.05.2024, 16:21
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Ноябрь » 3 » Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем республика шайĕнчи «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестиваль призёрĕсем
16:19
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем республика шайĕнчи «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестиваль призёрĕсем

Çак кунсенче республика шайĕнчи «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестиваль вӗҫленчӗ. Ăна çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă. Фестивале йĕркелекенĕсем  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕ». Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна аталантарасси.

Фестиваль икӗ номинаципе иртрӗ:

1) «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн»,

2) «Вĕрентетпĕр чăвашла».

 «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ӑмӑртӑва шкул çулне çитмен ачасен тата шкулта кĕçĕн классенче вĕренекен ачасен ушкӑнӗсем хутшӑнчĕç. Фестивале хутшăнакансем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăли-йӗркине кăтартса паракан видеоролик ÿкерсе ярса пачĕç. Жюри членĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, сцена çинче мӗнле тытнине, тумпа йăла-йĕрке содержанийĕ килĕшсе тăнине хакларӗҫ. Пурĕ ăмăртăва 43 ушкăн хăйсен ĕçне тăратнă, вӗсем шутӗнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем те пулчĕç. 2б класра вĕренекенсем Михайлова А.В. тата Путякова Н.А. ертсе пынипе призёрсен йышне кĕме пултарчĕç.

Хастар ачасене саламлатпăр, малаллла та çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Путякова Н.А. тата Михайлова А.В.

Просмотров: 156 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Ноябрь 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz