Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна халалласа Чăваш Республикин кашни шкулĕнчех чăваш чĕлхи эрни иртет. Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче те апрелĕн 18-чен пуçласа эрнипех хĕрÿ ĕç хуçаланĕ. Кăçалхи 2022 çулхи шкул мероприятийĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Чăваш Республикинче палăртнă çулталăкпа килĕшÿллĕн Мухтавлă ентешсене халалларĕç. Кашни класрах класс сехечĕсем, вăйă-уроксем, пултарулăха туптакан маçтăр-классем ирттерме планларĕç.
Мĕнрен пуçланчĕ-ха эрне?
5-10 класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи эрнин пĕрремĕш кунĕнчех «Патăрьел районĕн мухтавлă çыннисем» проекта кÿлĕнчĕç. Районти пултаруллă çыннăмăрсем çинчен информаци пухса хаçатсем кăларма пикенчĕç. 10 классенче вĕренекенсем çак темăпах презентацисем хатĕрлеççĕ. Çитес кунсенче вĕсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарĕç.
Районти «Сарпи вулавĕсем», «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи» конкурссене те ачасем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсен пултарулăхне жюри членĕсем пысăк хак парасса шансах тăратпăр.
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ |