Воскресенье, 26.05.2024, 20:34
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2023 » Февраль » 16 » Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем районти X методика фестиваль ҫӗнтерӱҫисем
20:21
Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем районти X методика фестиваль ҫӗнтерӱҫисем

Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем нарăс уйăхӗн 16-мӗшӗнче Митта Ваҫлейӗ ячӗпе хисепленсе тăракан Аслă Арапуҫ вăтам шкулӗнче иртекен районти X методика фестивальне хутшăнчӗҫ. Ăна вӗрентекен тата наставник ҫулталăкне халалланă. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – чăваш чӗлхине вӗрентекенсен пӗр-пӗрне хăйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарасси, ӗҫре ҫӗнӗ технологисемпе усă курасси.

Фестивале Патăрьел районӗн шкулӗсенче вӗрентекен пур чăваш чӗлхи учителӗ те хутшăнчӗ. Конкурс 9 номинаципе иртрӗ. Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем Путякова Н.А., Гаврилова А.Н., Каллина О.А. «Чи лайăх чăваш чӗлхи урокӗ» («Лучший урок чувашского языка»), «Чи лайăх мастер-класс» («Лучший мастер-класс»), «Чӗреме ачасене парнелетӗп» («Сердце отдаю детям») номинацисен ҫӗнтерӱҫисем пулса тăчӗҫ. Экспертсем  асăннă  вӗрентекенсен  ӗҫӗсене, вӗсем усă куракан технологисене ҫӱллӗ шайра хакланă.

Учительсене малалла та хастар ӗҫлеме ăнăҫу сунатпăр!

Путякова Н.А., Каллина О.А., Гаврилова А.Н.

 

Просмотров: 110 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2023  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz