Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе ют чĕлхесен «Ăнăçу чĕлхи» шкулĕ «Мăн тытăçу» вăйă конкурс ирттерчĕç. Конкурса кашни команда ответлăх туйса тĕллевлĕ хатĕрленнĕ. Ертÿçĕсен режиссер ăсталăхĕ пурри курăнчĕ. Ушкăнри çынсем пĕр-пĕринпе час-часах хутшăнни курăнать. Çакă Патăрьел учителĕсен паллаштару номерĕнче аван палăрнине жюри членӗсем те палӑртса хӑварчӗҫ. Юхма ен чысне хӱтӗлекенсен йышӗнче Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗхипе литературине вӗрентекенӗ Каллина О. А. та пулчӗ.
Конкурс йĕркелÿçи А.В. Блинов кăсăк ĕç чылай хатĕрленĕ. Акă Ашмарин словарĕнче тĕл пулакан кивĕ сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарассипе, япалана характеристика пани тăрăх сăмах тупассипе çыхăннă ĕç килĕшрĕ. Конкурс, пĕр енчен, шоу пек, тепĕр енчен, пĕлÿ илмелли урок пек иртрĕ.
Хӗрӱ тупӑшу хыҫҫӑн «Юхма пикисем» конкурс ҫӗнтерӱҫисем пулчӗҫ.
Пурне те ăнăçу сунатпăр!
Каллина О.А. |