Кăçалхи 2022 çула Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев указĕпе килĕшӳллĕн Паллă ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышăннă.
Кашни кĕтес хăйĕн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Пирĕн тăван енре те çакăн пек çынсем пур.
Паллă ентешсене халалласа ака уйăхĕн 6- мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан 1-мĕш вӑтам шкулти акт залĕнче 5-7 - мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Палллă ентешсемпе мухтанатпӑр!» ятпа класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Вӗсем чăваш çĕрĕн мухтавлă çыннисемпе паллашрӗç. Паллă ентешсен хушшинче Патăрьел çĕрĕ çинче ҫуралса ÿснӗ пултаруллă ҫынсем: ӳнерçĕсем, спортсменсем, актерсем, çыравçăсем, республикăн малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти паллă ентешсем те пулчӗҫ.
Асăннă мероприятинче «Пирĕн ентешсем-пирĕн мăнаçлăх» ятлă викторина та ачасемшĕн питĕ интереслĕ иртрĕ. Ыйтусем çине хуравланă май вĕренекенсемшĕн пĕлмелли, тĕлĕнмелли чылай пулчĕ.
Вĕренекенсем класс тулашĕнчи мероприяти вĕçĕнче ентешсен сăввисене пăхмасăр вуласа пачĕç. Уйрăмах залра итлесе ларакансене Левашкин Д., Медведева А. (7 кл.), Хитрова К., Осипова К., Прискина А., Сафиуллова А. (5кл.) вуланă хайлавсем килĕшрĕç.
Çавăн пекех ачасем тăван чĕлхе çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене, тупмалли юмахсене аса илсе хăйсен тавçăрулăхне тĕрĕслерĕç.
Çапла вара, «Паллă ентешсемпе мухтанатпăр!» класс тулашĕнчи ĕç тухăçлă иртрĕ.
Федорова В.Ф. ,Сорокина Л.А., Александрова О.Н.,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем |