Вторник, 22.04.2025, 21:43
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры






















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 6
Гостей: 6
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Февраль » 21 » Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ.
11:21
Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ.

Тӑван чӗлхе – халӑхӑн аваллӑхӗ, 

тӑван чӗлхе – халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ.

Г.Н. Волков

Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать.  ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр  чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе ултӑ пин тĕрлĕ чĕлхе. Ултӑ пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи  чĕлхесене  упраса хăварас тĕллепе  Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ.

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна халалласа тăван сăмах илемне, пуянлăхне палăртас тӗллевпе Патӑрьел пӗрремӗш вӑтам шкулӑн 5г тата 7б класӗсенче вӗренекенсем вулавӑшра «Тӑван чӗлхе мулӗ патне» вӑййа хутшӑнчӗҫ.

Вӑйӑ пуҫламӑшӗнче вулавӑшра ӗҫлекен Наталия Алексеевна ачасене нумай ҫӗнни пӗлтерчӗ: тĕнчере чи анлǎ сарǎлнǎ чĕлхе вǎл – Китай чĕлхи, унпа 650 миллион çын калаçать; акǎлчанла – 295 миллион, вырǎсла – 200 миллион, чǎвашла 2 миллиона яхӑн ҫын пуплет. Халǎх шучĕ миллионран иртсен çав халǎха йышлǎ, аслǎ халǎхсен  картине кĕртеççĕ. Пирĕн чǎваш чĕлхи çак пин-пин чĕлхе хушшинче сǎваплǎ, ырǎ ятлǎ.

Малалла ачасем икӗ ушкӑна пайланчӗҫ, пӗр ушкӑнӗ – «Чӗхеҫӗсем», тепри – «Чӑвашсем».  Вӑйӑра ваттисен сӑмахӗсенче сиксе юлнӑ сӑмахсене, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене пӗлчӗҫ. Тупӑшура «Чӗхеҫӗсем» – ҫӗнтерчӗҫ.

Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашни çыннăн тивĕçĕ.

Чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Лукьянова О.В.

Просмотров: 68 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально
































Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2025
uCoz