
Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,
Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.
Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,
Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!
А.Юман
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява.
Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Тăван чĕлхе кунне хастар хутшăнчĕç: аслă класс ачисемпе тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕç, 5-7 класс ачисемпе тулашĕнчи ĕçсем йĕркелерĕç. Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсен тивĕçĕ пулнине палăртрĕç.
Район шайĕнчи конкурссене те хутшăнчĕç пирĕн шкул ачисем. Акă, калăпăр, «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне хутшăнса 5а класри Медведева Екатеринăпа Шакина Руслана (ертÿçи Каллина О.А.) тата 6-мĕш класра вĕренекен Рубцова Яна (ертÿçи Путякова Н.А.) 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕç, 6-мĕш класс ачи Паймулов Максим вара (ертÿçи Лукьянова О.В.) 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Паянхи «Айхи вулавĕсем 2026» конкурсра вара Путяков Дима çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. 2-мĕш вырăна Ялукова Елизавета (4 класс), Константинова Ирина (7 класс) тата Куданов Иван (8 класс) çĕнсе илчĕç. 3-мĕш вырăнта - Краснов Гавриил (4 класс), Петрякова Есения (4 класс), Кузьмина Мария (4 класс), Цветков Дмитрий (5 класс), Степанова Виктория (8 класс), Аверкина Полина (7 класс), Кудряшова София (7 класс), Кузнецов Денис (9 класс), Петрова Таисия (10 класс). Жюри членĕсене ачасем Геннадий Айхин сăввисене чăвашла, вырăсла, акăлчанла каласа савăнтарчĕç.
Конкурссенче çĕнтернĕ ачасене, вĕсен ертÿçисене саламлатпăр! Малалла та хастар пулма сунатпăр!
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

|