Пятница, 27.12.2024, 05:04
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Февраль » 22 » Нарâс уйăхêн 21 – мêшê – Пêтêм тêнчери чêлхе кунê
15:50
Нарâс уйăхêн 21 – мêшê – Пêтêм тêнчери чêлхе кунê

Нарӑс уйӑхӗн 21 –мӗшӗнче – Пӗтӗм тӗнчери чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӱк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ.

Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулта та ҫак кун тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттерчӗҫ. Пиллӗкмӗш классем чӑваш чӗлхи урокӗнче,  Пӗтӗм тӗнчери чӗлхе кунне халалласа, паллӑ поэтӑн, ентешӗн Г. Айхин сӑввисене вуларӗҫ. Ачасем сӑвӑ йӗркисене савӑк кӑмӑлпа итлерӗҫ. Аглеев Сабиль тутар халӑх поэчӗ Мусса Джалиль  ҫырнӑ произведенине вуласа хавхалантарчӗ. Ачасем паллӑ поэтсен сӑввисене вуласан тӑван чӗлхе темипе хавхаланса калаҫрӗҫ.  Чӗлхене упрасси, сыхласа хӑварасси кашнин тивӗҫӗ пулнине туйса илчӗҫ

«Пирӗн те тӑван чӑлхене ламран лама, йӑхран йӑха куҫ пек упраса хӑварасчӗ. Тӑван чӗлхе пуянлӑхӗшӗн, унӑн тасалӑхӗпе илемӗшӗн, пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшар, унӑн хӑвачӗпе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӱсем тӑвар» -  тесе вӗҫлерӗ чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Каллина О.А.

Каллина О.А., чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ

Просмотров: 266 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz