Четверг, 13.06.2024, 10:29
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Февраль » 22 » Нарâс уйăхêн 21 – мêшê – пêтêм тêнчери тăван чêлхе кунê
07:50
Нарâс уйăхêн 21 – мêшê – пêтêм тêнчери тăван чêлхе кунê

Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,

Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.

Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,

Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!

А.Юман

Ӗнер, нарӑс уйăхĕн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне паллӑ турӗ. Ку уява пĕрремĕш хут 2000 ҫулта уявланӑ. ЮНЕСКО шучӗпе ҫитес вӑхӑтра тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри таран ҫухалма пултарать. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас маар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява.

 Кирек мĕнле халăхăн та тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Мĕн чухлĕ пултаруллă çынна ÿстернĕ вăл, мĕн чухлĕ мухтавлă та сумлă ентеше тĕнчене курма вĕрентнĕ.

Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекенсем тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Путякова Н.А. нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче тăван чĕлхе урокне чăваш чĕлхи çинчен калакан сăвăсенчен пуçларĕç. «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнакансем хăйсем вĕреннĕ сăвăсемпе ыттисене паллаштарчĕç. Ача-пăча ÿнер шкулĕн фольклор ушкăнне çÿрекенсем «Атăл çийĕ» ятлă чăваш юррине юрласа кăтартрĕç. Урок вĕçĕнче вара чăваш вăййисене выляса савăнчĕç.

Чӑваш чӗлхине аталантарасси — кашни чӑвашӑн тивӗҫӗ. Чӑваш ята илнӗ ҫыннӑн тăван чӗлхине май килнӗ таран упраса хӑварма тӑрӑшмалла. Ачасем урока пĕтĕмлетсе тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси вĕсенчен килнине палăртрĕç.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 213 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz