Авăн уйăхěн 24-мěшěнче Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти 5-мěш класра вĕренекенсем шкулти «Берегиня» историпе краеведени музейěнче пулчěç. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Федорова В.Ф. пиллěкмěшсене музей уйрăмěсемпе тěплěн паллаштарчě.
Экспонатсемпе усă курни ачасене темăна тĕплĕнрех ăнлантарма, вĕсене интереслентерме пулăшать.
Мăн асаттепе асаннесен вăхăтĕнче хуçалăхра, кил-çуртра усă куракан япаласемпе паллашма пулать кунта. Авалхи çи-пуç, ĕç хатĕрĕсем, тĕрлĕ документсем те алă айĕнчех.
Шкул ачисем вăрçа сăнлакан материалсемпе - çырусемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, альбомсемпе тата тыл ĕçченĕсен хастарлăхне кăтартакан аса илÿсемпе кăсăкланса паллашрĕç.
Çавăн пекех ачасем тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă тата юнлă хиртен таврăнайман ентешсен ячĕсене тирпейлĕн, пысăк сас паллисемпе çырса хунине те асăрхамасăр иртмерěç.
Федорова В.Ф. |