Чăваш чĕлхи эрнинче 7б класс ачисем «Çăкăр» музейĕнче пулчĕç.Ачасене музей ертуçисем тараватлă кĕтсе илчĕç. Малтан вĕсене Шупашкартан илсе килнĕ кайăксен выставкипе паллаштарчĕç. Кайăксен пурнăçĕнчи вăрттăнлăхĕсемпе,пирĕн респуликăра вĕсенчен хăшне -хăшне «Хĕрлĕ кĕненкене» кĕртнине ,ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç.
Кайран вара хамăр районти ăста чăваш хĕрарăмĕн тĕррисене пăхса киленчĕç.Хĕр ачасене мĕнле тĕрлемеллине кăтартса пачĕç.Кăçал пирĕн республикăра ĕç çулĕ пулнă май ачасене кирек мĕнле ĕçре те хăвăн ăсталăхна кăтартса пама май пуррине ăнлантарчĕç.
СССР тата Раççей Федерацийĕн донорĕ ятне илнĕ Пирогов А.Н. хăй çынсене çăлма миçе хутчен юн панине, вăл мĕн тума кирлине каласа пачĕ,çыншăн яланах ырă ĕç тума вĕрентрĕ.
Юлашкинчен ачасене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç,вĕсем хаваспах хуравларĕç.Питĕ тухăçлă та интереслĕ тата вĕрентÿллĕ иртрĕ çакăнти тĕл пулу.
Бабаева Е.М. |